Братислава (словак. Bratislava (1919 ç. — Прешпорок е Пре́шпорек, Prešporok, Prešporek, ним. Pressburg, Пре́сбург, венг. Pozsony, По́жонь) — Тĕп Европăри Словакин тĕп хули. 1536 — 1784 çулсенче — Венгри тĕп хули.
Хула лаптăкĕ — 368 тв. çм.
Хула çĕрĕ икĕ ют — Австрипе Венгри çĕрне чикке çитет. Братиславăри Копчьян урамĕ юнашар австри Китзее ялĕнчи Прессбургерштрассе урамне куçать. 1936 çулчен Братиславăран Венăна хула трамвайĕ çинче çитмелле пулнă.
Братислава Танайăн икĕ çыранĕнче, Кĕçĕн Карпат ту умĕнче вырнаçнă. Хула çĕрĕ Австри чиккине тухать (раштав, 21 2007 Петржалка-Бергпа Яровце-Китзее чикĕ урлă каçăсем пулнă.) тата Венгрипе (раштав, 21, 2007 чикĕ урлă каçă Русовце-Райка ĕçленĕ) чикĕ тытать.
Климачĕ — континентлă, çулти вăтам температура — 9,9 °C, çулти хĕвеллĕ кунсен вăтам вăхăчĕ — 1976,4 сехет, нӳрĕксен вăтам нӳрĕкĕ — 527,4 мм (1993). Кăрлачри вăтам температура — -1,5 °C, утăри вăтам температура — +21 °C. Хĕллехи тапхăрĕнче сивĕ те нӳрĕк çанталăк, юр выртать. Çусенче ăшă, часах кăра çиллĕ çанталăклă.
Хула халăхĕ 447 пине яхăн çын. 2001 çулхи халăх çыравĕпе кунта словаксем — 91,4 %, венгрсем — 3,8 %, чехсем — 1,9 %, нимĕçсем — 0,3 %, ыттисем — 2,6 %.
Тĕн енĕпе: католиксем — 56,7 %, атеистсем — 29,3 %, лютерансем 6 %, ыттисем — 4,7 %.
Европăри тĕп хуласем | |
---|---|
ПНО пайташ-патшалăхĕсен тĕп хулисем: Амстердам • Андорра-ла-Велья • Анкара • Астана • Афин • Белград • Берлин • Берн • Братислава • Брӳссел • Будапешт • Бухарест • Вадуц • Валлетта • Варшава • Вена • Вильнюс • Дублин • Загреб • Киев • Кишинёв • Копенгаген • Лиссабон • Лондон • Любляна • Люксембург • Мадрид • Минск • Монако • Мускав • Никосия • Осло • Парис • Подгорица • Прага • Рейкьявик • Рига • Рим • Сан-Марино • Сараево • Скопье • Софи • Стокгольм • Таллин • Тирана • Хельсинки |
Танай |
||
---|---|---|
Патшалăхсем | ||
Хуласем | ||
Юпписем | ||
Каналсем | ||
Çав. пекех | ||
Танай çинчи çар вăйĕсем |