Иога́нн Карл Фри́дрих Га́усс (ним.Johann Carl Friedrich Gauß; 30.4.1777, Брауншвейг — 23.2.1855, Гёттинген) — XIX ĕмĕрти хисепсен теоринче ĕçленĕ нимĕç математикĕ, механикĕ, физикĕ, астрономĕ тата геодезисчĕ. Мĕнпур вăхăтсен мăн математикĕсенчен пĕри, «математиксен королĕ». Копли медалĕн лауреачĕ (1838), Швед (1821) тата Петербург (1824) ăслăхĕсен академисен, акăлчан Королĕн пĕрлĕхĕн ютçĕр пайташĕ.
Биографи
Брауншвейг нимĕç херцăклăхĕнче çуралнă. Маçаккăшĕ чухăн çын пулнă çĕр ĕçĕпе хăтланнă; ашшĕ, Гебхард Дитрих Гаусс, — пахчаçă, каменщик, канал пăхаканĕ; амăшĕ, Доротея Бенц, — каменщик хĕрĕ пулнă. Хут çырма пĕлменскер, амăшĕ ывăлĕн çуралнă кунне çырса хăварман, астуса юлнипе, ача юнкун çуралнă, Турă Чĕрĕлни уявĕччен сакăр кун маларах, ăна Мăнкун иртсен 40-мĕш кунне асăнаççĕ. 1799 çулта Гаусс хăй çуралнă кунне формулăпа тĕп-тĕрĕс шутласа кăларнă.
Вырăсла куçарнă ĕçĕсем
Гаусс К. Ф. Избранные геодезические сочинения. Т. 1. — М.: Геодезиздат, 1957.
Гаусс К. Ф. Исследования по оптике. — НИЦ «Регулярная и хаотическая динамика», 2011. — ISBN 978-5-93972-871-3.
Моисеев Н. Д. Очерки истории развития механики. — М.: Изд-во Моск. ун-та, 1961.
Тюлина И. А. История и методология механики. — М.: Изд-во Моск. ун-та, 1979.
Храмов Ю. А. Гаусс, Карл Фридрих // Физики: Биографический справочник / А. И. Ахиезер ред.. — 2-мĕ, тӳрл. тата хуш.. — {{{1}}} м: Наука, 1983. — 200 000 экз. (куçар.)